2312 | Санӑн лашу шӑра тӑтӑр, пар-ха мана пушшуна. | Ут — Лаша |
2088 | Саншӑн сурӑх та сыв пултӑр, кашкӑр та тутӑ пултӑр. | Сурӑх |
2078 | Сӑсар сӑсарпа тус, пуян пуянпа тус. | Сӑсӑр |
2079 | Сӑсар тӑлӑп сивӗре те ӑшӑ, ҫӗтӗк аҫам ӑшӑра та сивӗ. | Сӑсӑр |
2080 | Сӑсар тирӗ пуҫ ҫӑлнӑ, урлӑ ҫӑвар ҫупкӑ ҫинӗ. | Сӑсӑр |
2082 | Сӑсар тирне шыв витмест, тайма пуҫа хӗҫ витмест. | Сӑсӑр |
2081 | Сӑсар тирне шыв витмест. | Сӑсӑр |
2083 | Сӑсар хаклӑ тӑрать те, тытасси йывӑр. | Сӑсӑр |
1926 | Сӑслӑ йытӑ шартне йӑтса ҫӳрет. | Йытӑ |
1927 | Сӑхӑ йытта — вӗри пашалу тенӗ. | Йытӑ |
1928 | Сӑхӑ йытта час сӑхаҫҫӗ. | Йытӑ |
2009 | Сӑхӑ кашкӑра юн кирлӗ. | Кашкӑр |
1930 | Семсӗр йытта ҫимӗҫ нумай. | Йытӑ |
1929 | Сӗмсӗр йытта эсӗ темӗн тӑваймӑн. | Йытӑ |
2094 | Сурах ылханӗ токмака ҫитмест. | Сурӑх |
2089 | Сурӑх кӗтӳ усраканӑн кӗрӗкӗ ҫук. | Сурӑх |
2090 | Сурӑх пуҫӗпе ҫӗнейменнине урипе тапнӑ. | Сурӑх |
2091 | Сурӑх ҫӑмне хӑйӗншӗн мӑлатмас, халӑхшӑн мӑлатать. | Сурӑх |
2092 | Сурӑх та кил тӗлне пӗлет. | Сурӑх |
2093 | Сурӑх тирӗ пӗркенсе кашкӑра хӑратаймӑн. | Сурӑх |
2095 | Сурӑх ылханни кашкӑра ҫитмен, чухӑн ылханни пуяна ҫитмен. | Сурӑх |
2096 | Сурӑха кашкӑр шеллес ҫук. | Сурӑх |
2097 | Сурӑхран мулкач хӑранӑ тет. | Сурӑх |
2100 | Сысна анчах ҫӳлелле пӑхмасть. | Сысна |
2101 | Сысна ӑсӗ хӑй сӑмсинчен вӑрӑм мар. | Сысна |
2102 | Сысна виҫӗ ҫулта пӗрре хӗвел курать. | Сысна |
2103 | Сысна кӳпӗнме пӗлмест. | Сысна |
2104 | Сысна пахча сухалама ӑста. | Сысна |
2105 | Сысна пӗкрӗҫне пӗлмест, ҫӗлен кукрине пӗлмест. | Сысна |
2106 | Сысна пылчӑк тупать теҫҫӗ. | Сысна |
2107 | Сысна сухаланӑ пахча пӑсӑлать теҫҫӗ. | Сысна |
2108 | Сысна уйӑхпа хӗвеле уйӑраймасть. | Сысна |
2109 | Сысна хӑй вырӑнӗ ҫине сысмасть. | Сысна |
2110 | Сысна хӑй курпунне курмасть, качака — каҫҫӑрне. | Сысна |
2111 | Сысна хырӑмне аш та пӑсмасть теҫҫӗ. | Сысна |
2112 | Сысна хырӑмне хӑйма харам. | Сысна |
2113 | Сысна хырӑмне ыраш пӑсмасть. | Сысна |
2114 | Сысна шурлӑха юратать, кӑрчанкӑ — таса мар ҫынна. | Сысна |
2115 | Сыснана асӑк та килӗшмест. | Сысна |
2116 | Сыснана вӗтсе ярсан татах килме каласа ячӗҫ тесе калать. | Сысна |
2117 | Сыснана кашта ҫине лартас ҫук. | Сысна |
2118 | Сыснана пӑх та юрать. | Сысна |
2119 | Сыснаран йытӑ ҫуралмасть. | Сысна |
2120 | Сыснашӑн пулсан икел пултӑр, ватӑ юман кирлех мар. | Сысна |
2121 | Сыснашӑн пыл та пӗр, пӑх та пӗр. | Сысна |
2122 | Сыснашӑн пылчӑк та мамӑкӑн туйӑннӑ тет. | Сысна |
1714 | Ҫапӑҫакан автан нихӑҫан та мӑнтӑр пулмасть. | Автан |
1715 | Ҫапӑҫакан автанӑн киккирикӗ юнсӑр пулмасть. | Автан |
2366 | Ҫӑмарта вӑрлакан чӑххине те тиркес ҫук. | Чӑххи — Ҫӑмарти |
2367 | Ҫӑмарта туман чӑх ытларах кӑтиклет. | Чӑххи — Ҫӑмарти |